2023 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕнчи «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулта» Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» 1-мĕш фестивалĕ иртрĕ.
Çак фестивальте пирĕн ача сачĕнчи ачасем те хутшăнчĕç: аслă ушкăна çӳрекенсем «Хĕрсен ташшине» илемлĕ ташласа пачĕç, хатĕрлев ушкăн шăпăрланĕсем «Çерем ватса вир акрăм» вăйăпа куракансене савăнтарчĕç, фестивале хутшăннăшăн Тав çырĕвĕсене тивĕçлĕ пулчĕç.
«Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль пурне те кăмăла кайрĕ, ачасен чунĕсенче савăк кăмăл çуратрĕ.